Ĕпхÿре «Пушкăртстан тĕп хулин çулталăк вĕрентекенĕ - 2026» тата «Пушкăртстан тĕп хулин çулталăкри пушкăрт чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ -2026» конкурссен пĕтĕмлетĕвне тунă май чыслав церемонийĕ иртнĕ. Мероприятие ПР Ял хуçалăх министерствин колонна залĕнче йĕркеленĕ.
Пурĕ хула шайĕнчи конкурса Ĕпхÿри вĕренÿ учрежденийĕсенчи 73 педагог хутшăннă. 25 вĕрентекен – «Пушкăртстан тĕп хулин çулталăк вĕрентекенĕ» номинацире, 10 – «Вырăс чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ», 12 – «Пушкăрт чĕлхи тата литератури вĕрентекенĕ», 22 – «Педагогика дебючĕ», 4 – «Педагогига шанчăкĕ» номинацире ăмăртнă.
Абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятне Ĕпхÿ хула администраци пуçлăхĕн çумĕ Гуллярия Ялчикаева пĕлтернĕ.
- Кашни çулах конкурса хутшăнакансен ăсталăхĕ ÿссе пырать. Конкурсантсене ăмăртăва хутшăннăшăн тата сирĕн педагогика коллективĕсене, çывăх çыннăрсемпе тăванăрсене пулăшу панăшăн тав тăватăп. Уйрăм тав сăмахĕ жюри пайташĕсене, эсир пысăк ĕç турăр. Пурне те ăнăçу сунатăп! Конкурса хутшăнни сирĕн професси карьеринче пĕлтерĕшлĕ пуласса шанатăп, - тенĕ вице-мэр.
Тĕп хулари 29 № вĕренÿ центрĕн математикăпа вĕрентекен Данил Бобров «Пушкăртстан тĕп хулин çулталăк вĕрентекенĕ - 2026» конкурсăн абсолютлă çĕнтерÿçи пулса тăнă.
«Пушкăртстан тĕп хулин çулталăк вĕрентекенĕ - 2026» конкурсăн çĕнтерÿçи - 161№ лицейăн физика предметне вĕрентекен Александр Курчеев.
«Пушкăртстан тĕп хулин çулталăкри пушкăрт чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ - 2026» конкурсра Ляйсан Хасанова мала тухнă. Вăл хулари Анатолий Хохлов ячĕллĕ 10№ вĕренÿ центрĕнче ачасене тăван чĕлхепе пĕлÿ парать.
Номинацисен çĕнтерÿçисем:
- «Педагогига шанчăкĕ» - Фануза Киленбаева, Алексей Яковлев ячĕллĕ 127№ шкул;
- «Вырăс чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ» - Ангелина Степанова, 93№ физикăпа математика лицейĕ;
- «Педагогика дебючĕ» - Влада Десяткова, Агзам Файзуллин ячĕллĕ 39№ гимназин историпе обществознани вĕрентекенĕ.
«Пушкăртстан тĕп хулин çулталăк вĕрентекенĕ - 2026» конкурсра «Хисеплесе йышăнни» («Признание») номинаци çĕнтерÿçи те Влада Десятковах пулса тăнă. «Пушкăртстан тĕп хулин çулталăкри пушкăрт чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ -2026» конкурсра çак номинацинче Равиль Бикбаев ячĕллĕ 102№ пушкăрт гимназин вĕрентекенĕ Рита Батырова мала тухнă.
Конкурссенче çĕнтернисене пурне те Ĕпхÿ хула администрацин Хисеп хучĕсем, укçа-тенкĕ сертификачĕсем, статуеткăсем парса чысланă. Çавăн пекех абсолютлă çĕнтерÿçĕ РФ халăх вĕренÿ тата наука ĕçченĕсен Пушкăртстан Республикинчи профсоюз организацийĕн канмалли сертификатне тивĕçнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.