Жюри членĕсем вĕсенчен саккăрăшне республика шайĕнчи конкурса (вăл Çтерлĕ хулинче ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕнче март уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртĕ) хутшăнма суйласа илчĕç. Вĕсем – чăваш гимназинче, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç, Ермеккей районĕнчи Янăшма, Пишпÿлек салинчи 1№ тата çак тăрăхри Хушăлка шкулĕсенче вĕренекенсем.
Конкурса чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă май, сăвă вулакансем унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавĕсене суйласа илнĕ. Тематики те тĕрлĕрен пулчĕ. Илемлĕ вулав ăстисем микрофон умне ытларах наци тумĕпе тухрĕç, çакă та мерприятие чăвашлăх сĕмĕ кĕртрĕ, çамрăк ăрăва хамăр халăхăн йали-йĕркипе культурине ăша хывма май пачĕ.
Ăмăрту умĕн пухăннисене гимназистсем пултарулăх номерĕсемпе саламларĕç, вĕренÿ учрежденин гимнне шăрантарчĕç. Данил Устинов вĕренекен Яков Гаврилович пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан самай анлă та тарăн докладпа паллаштарчĕ, çамрăксене чăваш халăх поэчĕн хайлавĕсемпе тĕплĕнрех паллашма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен вăл çырнă йĕркесенче кулленхи пурнăçпа çыхăннă чăнлăх саманчĕсем чылай, вĕсем вара çамрăк ăрушăн нихăçан та ытлашши пулас çук.
Юрий СНЕГОПАД.