Конкурса кÿршĕллĕ Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал, Еспуç, Кекен-Васильевка шкулĕсенчи, Фёдоровка тăрăхĕнчи Ашкатар шкулĕнчи тата Ҫтерлӗпуҫ салинчи вĕренекенсем хутшӑнчӗҫ. Конкурсантсем Яков Ухсайӑн сӑввисене вуларӗҫ.
Ҫтерлӗпуҫсем хӑнасене питӗ кӑмӑллӑ та тарават кӗтсе илчӗҫ. Конкурс пуçланиччен пухăннисене Тетĕрпуçĕнчи «Çеçпĕл» ансамбль тата вырăнти тутар тата чăваш артисчĕсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарса концерт кăтартрĕç.
Конкурса хутшӑнакансене шкул директорӗ Р.В. Мирхайдаров, тутар тата чӑваш филологи кафедрин пуçлăхĕ И.С. Мансуров пурне те ăнăçу сунса саламларӗҫ. Ҫаплах Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 4-мӗш курс студентки Ольга Никитина К. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи «Сарӑ хӗр» сыпӑкне вуларĕ.
Сӑвӑ вулакансене жюри членĕсем Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультетӗнче вӑй хуракан Л.А. Афанасьева доцент, Ольга Никитина 4-мӗш курс студентки тата Ҫтерлӗпуҫ районӗнчи Тетерпуҫ ял клубӗн «Ҫеҫпӗл» чӑваш ансамблӗн солистки И.А. Спиридонова хисеплĕ вĕрентекен хак пачӗҫ.
Конкурсăн координаторĕ тутар тата чăваш филологи кафедринче вӑй хуракан Л.В. Коротаева доцент тата пулăшаканĕ Татьяна Иванова 3-мӗш курс студентки пулчӗç.
Конкурса хутшӑнакансене пурне те асăнмалăх Аркадий Русаковӑн кĕнекисене парса хавхалантартӑмӑр.
Ашкатар шкулĕн вĕренекенĕсем конкурсантсене ташăпа савăнтарчĕç.
Вĕрентекенсем конкурса йӗркелекенсене, хӑнасене, жюри членӗсене тав сӑмахӗ каларӗҫ. Мероприяти питӗ лайӑх иртрӗ.
Малти вырӑна тухакансене март уйӑхӗн 19-мӗшĕнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалне йыхравларӑмӑр! Пурне те хаваспах кӗтетпӗр!