Пур хыпар та
Конкурс
30 Мартӑн , 10:00

Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ

 Март уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри Муркаш салинчи культура çуртĕнче Раççейри XXVII чăваш эстрада юррин фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Кăçал ăмăртăва çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (Чăваш Ен, Тутарстан, Эрĕнпур, Чĕмпĕр тата Тюмень облаçĕсем) 18 çамрăк хутшăнчĕ.

Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ

Юрă ăсталăхне сумлă тӳресем палăртрĕç. Жюри председателĕ - Валерий Клементьев Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата артисчĕ. Жюри пайташĕсем Васильева Викторовна балетмейстер, хореограф, ЧНКри культура комитечĕн ертӳçин çумĕ, Олег Кăйкăр композитор, юрăç, Чăваш Республикин композиторсен Союзĕн ертӳçи, Наталия Арсентьева «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Валерий Ильдяков  композитор, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Пурăнатпăр, чăвашсем, пурăнатпăр! Çамрăксем чăвашла калаçаççĕ, чăвашла юрлаççĕ, чăваш культурине малалла аталантарасси пирки пăшăрханаççĕ. Паян, Муркаш культура çурчĕнче çамрăксем пухăнни, чăваш чĕлхи чĕвĕлтетсе тăни чуна уçса ячĕ. Конкурсантсем те хăйсен пултарулăхне çӳллĕ шайра кăтартма пултарчĕç: кашни çаврăмĕ чĕрене кĕрсе тухрĕ, куç та шывланчĕ, шанчăк та çуралчĕ, çунат та хушăнчĕ.

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен пĕтĕм Раççĕйри 27-мĕш конкурс-фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ.
Гран-при – Анастасия Егорова (Эрĕнпур облаçĕ, Бузулук хули).
1-мĕш степеньлĕ лауреат – Ксения Алексеева (Чăваш Республики, Канаш тăрăхĕ).
2-мĕш степеньлĕ лауреат – Дарья Михайлова (Чăваш Республики, Çĕрпӳ тăрăхĕ).
3-мĕш степеньлĕ лауреат – Наталья Петрова (Чăваш Республики, Муркаш тăрăхĕ).
1-мĕш степеньлĕ дипломант – Ксения Сорокина (Чăваш Республики, Элĕк тăрăхĕ).
2-мĕш степеньлĕ дипломант – Мария Герасимова (Чăваш Республики, Шăмăршă тăрăхĕ).
3-мĕш степеньлĕ дипломант – Татьяна Степанова (Чăваш Республики, Муркаш тăрăхĕ).

Номинацисем:
«Чи çепĕç сасăллă юрăç» - Сильвия Мамедова (Тюмень хули),
«Куракансем килĕштерекен юрăç» - Полина Иванова (Чăваш Республики, Шупашкар тăрăхĕ)
«Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç» - Анна Иванова (Тутар Республики)
«Хастар» ушкăнăн ятарлă парнине тивĕçекен юрăç» -Елизавета Михайлова (Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ)
«Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн ятарлă парнине тивĕçекен юрăç» - Алина Иванова (Чăваш Республики, Муркаш тăрăхĕ).

Анастасия Егорова тата Алина Иванова ятарлă сертификата тивĕçрĕç. Вĕсен кăçал Крымра иртекен Акатуйра халăха хăйсен юррипе савăнтармалла.

«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурса хутшăннă пур çамрăка та парнесем парса хавхалантарчĕç, чи пултаруллисене хаклă парнесемпе чысларĕç.
Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Валерий Клементьев уява йĕркелеме укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн Николай Угаслова, Павел Вязова, Владимир Савинкина тав сăмахĕ каларĕ.

Уяв ăнăçлă иртрĕ. Çитес çул «Кĕмĕл сасă» тата аванрах та вăйлăрах пуласса, чăваш эстрада юрри уççăнрах янрасса шанатпăр.

Çитес вăхăтра “Кĕмĕл сасă -2026” фестиваль-конкурса [id133663432|Олег Цыпленковăн] ВКонтакте страницинче курма пулĕ. Халĕ вара [club233953228|“Муркаш сасси”] ушкăнри фотоальбомпа паллашма ыйтатпăр. https://vk.com/album-233953228_310610053

Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Эрĕнпур тăрăхĕнчи чăваш пики "Кĕмĕл сасă - 2026" конкурс Гран-прине тивĕçнĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас