Урал сасси
+20 °С
Облачно
Конкурс
23 Мая , 07:00

Шупашкарти хӗрача «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсра иккĕмĕш пулнă

Чăаш Енĕн тĕп хулинче пурӑнакан ҫамрăк юрӑҫ Елена Еремеева ҫӗршыври «Ачасен Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ.

Шупашкарти хӗрача «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсра иккĕмĕш пулнăШупашкарти хӗрача «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсра иккĕмĕш пулнă
Шупашкарти хӗрача «Ача-пӑча Ҫӗнӗ хумӗ» конкурсра иккĕмĕш пулнă

Елена 10 пин ача хушшинче ҫирӗп суйлав витӗр тухса 13 финалист йышне лекнӗ. Финал тапхӑрӗнче вара ҫамрӑк вокалистсен йышӗнче вӑл 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Палӑртса хӑварар: Елена Еремеева Шупашкарти «5 октав» студире Татьяна Шереметьева патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Гала-концерта телевизорпа курма май пулӗ, ӑна июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗнче НТВ каналпа кӑтартӗҫ тесе пĕлтернĕ Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас