+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Арçын ачана «Сывлăхлă пулни тĕрĕс» акцие хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех вăл Тӑван ҫӗршыв историне тӗпчессине тата ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет ориентирӗсене ҫирӗплетессине халалланӑ "Пирӗн хаклӑхсем" акцие те хутшăнма заявлени çырнă. Каччă пĕр харăс икĕ акцире те ăмăртни унăн интересĕсем тĕрлĕ тата гражданла позицийĕ хастар пулнине çирĕплетеççĕ.
«Майсен тӗнчи" («Мир возможностей») федераллӑ проект Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерстви пулӑшнипе пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ - воспитани ӗҫне вӑйлатасси тата ачасемпе ҫамрӑксене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене явӑҫтарасси.