Урал сасси
-1 °С
Облачно
Конкурс
19 Октября , 16:55

Ĕпхÿ пики Раççей чысне хÿтĕлесе Сеулти конкурсра çĕнтернĕ

Октябрь уйăхĕн 13-18-мĕшĕсенче Сеулта «Miss Asia Awards-2026» Ази континентĕнчи пĕтĕм тĕнчери модельсен конкурсĕ иртнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿ пики Раççей чысне хÿтĕлесе Сеулти конкурсра çĕнтернĕĔпхÿ пики Раççей чысне хÿтĕлесе Сеулти конкурсра çĕнтернĕ
Ĕпхÿ пики Раççей чысне хÿтĕлесе Сеулти конкурсра çĕнтернĕ

Çак кĕрешÿре Раççей чысне «Пушкăртстан пики-2025» конкурс çĕнтерÿçи, «Ĕпхÿ мисĕ -2026» конкурăн пĕрремĕш вице-мисĕ Лина Закирова хÿтĕленĕ. Хĕр - 23 çулта,вăл юриста вĕренет. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Лина çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Проекта Китайран, Японинчен, Малайзинчен, Кăнтăр Корейăран, Казахстанран, Кăркăстанран, Узбекистанран, Монголинчен, Таиландран тата Раççейрен килнĕ пикесем хутшăннă. Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн хĕрсем наци тумĕ, бикини, пултарулăх номерĕ кăтартнă тата жюри пайташĕсене каçхи тумпа паллаштарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов