-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Вырăнти культура учрежденийĕнчи пултарулăх ушкăнĕсемпе шкул ачисем телейлĕ шăпа пÿрнĕ, анне пулма тивĕçнĕ пур хĕрарăма та праçник ячĕпе саламларĕç. Амăшĕсене хисеплесе сцена çинчен сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, кĕске сценкăсем кăтартрĕç, ташăсем ташларĕç.
Анне вăл - чун ăшши, юрату. «Анне» сăмах пирĕн кашнин чĕлхи çинче, чĕринче. Этемĕн мĕнпур илемĕ те хĕвел ăшшинчен тата амăшĕн чĕринчен килет. Ачаранпах амăшĕн юратăвне, ăшшине пĕлсе ÿсекен çын телейлĕ. Ачисем те амăшне çавăн пекех юратсан, хисеплесен вăл мĕн тери телейлĕ пулнине калама та кирлĕ мар.
Ирина ВАСИЛЬЕВА.