Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
14 Декабрӗн 2022, 10:00

Çĕнĕ çул уявне тÿлевсĕр хутшăнĕç

Республикăри культура учрежденийĕсем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттерме хатĕр.

Çĕнĕ çул уявне  тÿлевсĕр хутшăнĕç
Çĕнĕ çул уявне тÿлевсĕр хутшăнĕç

Кăçал пысăк йышпа канасси çине мар, çемье тата ачасем валли йĕркеленĕ мероприятисем çине ытларах тимлĕх уйăрĕç. Пушкăртстанри патшалăхăн театрĕсемпе концерт учрежденийĕсенче кăна 450 ытла тĕрлĕ енлĕ программа хатĕрленĕ. Вĕсене 150 пин çын çитсе курма пултарать.
– Уявсем вăхăтĕнче пирĕн ентешсен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, ачисене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрĕç. Вĕсем тÿлевсĕрех республикăри культура вучахĕсене çитсе курма пултараççĕ. Пирĕн театрсемпе концертсем йĕркелекен организацисенче ачасене Çĕнĕ çул уявĕнче савăнтарма ятарлă вырăнсем пулаççĕ. Эпир çак категорине лекекенсем валли 2 пин билета яхăн Ĕпхÿ хула администрацине патăмăр, – тесе пĕлтернĕ ПР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильнур Мухьянов.
Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен сусăр ачисем патне (пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿреме йывăррисене) килĕсене Хĕл Мучипе Юр пике килсе çитĕç, вĕсене уяв кăмăл-туйăмне парнелĕç.
Юрий НИКОЛАЕВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: