-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Культура вучахĕ хĕмленекен объекта 1980-мĕш çултан юсаман пулнă. Юлашки икĕ çул хушшинче, «авариллĕ» тесе палăртнă хыççăн, Кашкино ялĕнчи культура çурчĕ хупă ларнă.
Строительсем унăн тăррине, чÿречисемпе урайĕсене улăштарнă, çавăн пекех маччисене тата кĕмелли вырăна юсанă.
- Халĕ занятисемпе мероприятисем хăтлă условисенче иртĕç, - палăртнă Аскин район администраци пуçлăхĕ Динис Юсупов. – Илемлетнĕ те çĕнетнĕ çурт искусствăна юратакансемшĕн иккĕмĕш кил пулса тăтăр.