Культурăпа йала-йĕрке уявне хутшăнакансене Чуюнчă ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Сергей Никифоров саламланă. Çулсерен йĕркелекен фестивале халăх юррисене тата хальхи вăхăтри юрăсене шăрантаракансем, чăваш культурине хаклама пĕлекен йăхташсем пухăннă. Унта уйрăм юрăçсем те, дуэтсемпе ушкăнпа юрлакансем те пулнă. Вĕсем Канчăлав, Имай-Карамалă ялĕсенчен килсе çитнĕ. Паллах, чуючăниколаевкăсем хăйсем те хастар хутшăннă. Уяв программине çавăн пекех кÿршĕллĕ Авăркас районĕнчи Юламанти «Тивлет» ансамбль илем кÿнĕ. Вĕсем авалхи чăваш туйĕн композицине кураканăн чĕрине пырса тивмелле кăтартса панă. Мария Ахметдинова пухăннисене те, жюри пайташĕсене те чăваш ташшипе тыткăна илнĕ.
Фестивалĕн Гран-прине Юламантан килнĕ Петр Иванов юрăç тивĕçнĕ. Пĕрремĕш вырăна Чуюнчă Николаевкăри Василий Герасимов тата Канчăлаври Валентина Наумова çĕнсе илнĕ. Мария Ахметдинова(Имай-Карамалă) тата Нина Дмитриева (Чуюнчă-Николаевка) иккĕмĕш пулнă. Кăнчăлавран килнĕ Ольга Акпасова парнеллĕ виççĕмĕш вырăна йышăннă.
Çавăн пекех жюри номинацисен çĕнтерÿçисене дипломсем парса чысланă. «Чи лайăх дуэт» номинацинче Людмила Кузьминапа Наталья Иванова (Канчăлав) тата Нина Дмитриевапа Галина Петрова (Чуюнчă-Николаевка) хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă. «Чи лайăх квартет» ята кÿршĕсем – Юламан ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи ушкăн – тивĕçнĕ. Чуюнчă-Николаевкăри «Шăпчăксем» (ертÿçи – Инна Петрова), Канчăлаври «Мерчен» (Ольга Акпасова) тата Юламанти «Тивлет» (Елизавета Федорова) фольклор ансамблĕсем «Чи лайăх фольклор коллективĕ» номинацинче çĕнтернĕ.
Уяв çÿллĕ шайра тата ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртнине палăртмалла. Фестивале хутшăнакансем те, куракансем те кăмăллă юлнă.
Юрий СНЕГОПАД.