Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
29 Сентябрӗн 2023, 11:15

Авăркас районĕнче культура хатĕрĕсен хăтлавĕ иртнĕ

Авăркас районĕнчи тĕп культура керменĕнче «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн культури» проект витĕмĕпе туяннă оборудованисене хăтланă. Проектăн тĕллевĕ культура учрежденийĕсен ĕçĕн пахалăхне ÿстересси, вĕсене пулăшу парасси пулса тăрать.

Авăркас районĕнче культура хатĕрĕсен хăтлавĕ иртнĕ
Авăркас районĕнче культура хатĕрĕсен хăтлавĕ иртнĕ

Федераллă парти проект шайĕнче 5,5 млн тенкĕ уйăрнă (вĕсенчен федераллă бюджетран – 4,4 млн тенкĕ, республика хыснинчен – 846 пин тенкĕ, район администрацийĕнчен -  278 пин тенкĕ). Асăннă укçа-тенкĕпе сасă оборудованийĕ, Авăркасри тĕп культура керменĕ валли светодиодлă экран туяннă. Çавăн пекех культура керменĕпе Семенкино ялĕнчи культура çуртне икĕ хут купăс илсе панă. Таштамакпа Балыклыкуль, Юламанпа Семенкино, Чăваш Хурамалĕпе Ташлăкÿл ялĕсенчи клубсенчи сасă оборудованийĕсен комплекчĕсене çĕнетнĕ.  

Авăркасри тĕп культура керменĕн сцени çинче «Наполним творчеством мы каждое мгновение» пултарулăх сезонне халалласа йĕркелĕнĕ концертра светодиодлă экранпа сасă оборудованийĕн хăтлавĕ иртнĕ.

Ентешсене паллă пулăмпа Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов саламланă. Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пĕчĕк Тăван çĕршывăн культури» проектăн Обществăлла канашĕн председателĕ Александр Кузьменко ПР халăх артисчĕ асăннă проект ултă çул ĕçленине, вăл чăннипех те халăхшăн кирлĕ пулса тăнине палăртнă. Мĕншĕн тесен проект çынсен сĕнĕвне шута илет тата ялти клубсен нушисене татса парать.     

Çав кунхине сцена çинчен хăй пултарулăх ушкăнĕсем куракансене хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарнă.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: