Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
28 Ноябрӗн 2023, 09:33

Чи çывăх та хаклă çынна халалласа

Ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи клубра Аннесен кунне халалланă уяв иртрĕ.

Чи çывăх та хаклă çынна халалласа
Чи çывăх та хаклă çынна халалласа

Калаçма вĕренекен ачан чи пĕрремĕш сăмахĕ «анне». Пурнăçра та чи хаклă та çывăх çын анне шутланать. Шел пулин те, çакăн çинчен чылайăшĕ çывăх çын çумра пулмасан çеç ăнланать. 

Клубра ялти ал ăстисен ĕçĕсен курав-сутуне йĕркеленĕччĕ. Хăйĕн ĕçĕсене Зина Мурзакова, Ольга Павлова, Полина Николаева, Татьяна Исаева, Галина Титенкова, Рима Коростелева тăратнăччĕ.  Ял çыннисем хаваспах ăстасем пĕçернĕ апат-çимĕçе, çыхнă, çĕленĕ, тĕрленĕ япаласене туянчĕç. Мероприяти программинче «Улах ларни», «Çĕрĕлле» вăйă, ачасем аннене халалланă сăвăсене вулани, юрлани-ташлани пулчĕ. Уявăн музыкăллă пайĕ хыççăн чей ĕçессине йĕркеленĕччĕ. Мероприяти ташăсемпе вĕçленчĕ.

Юрий МУРЗАКОВ.

Чи çывăх та хаклă çынна халалласа
Чи çывăх та хаклă çынна халалласа
Чи çывăх та хаклă çынна халалласа
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: