Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
28 Ноябрӗн 2023, 11:21

«Литературăри анне сăнарĕ» ял-йыша пуçтарчĕ

Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнчи библиотека ĕçченĕ Светлана Филиппова Аннесен кунне халалласа «Литературăри анне сăнарĕ» ятпа пуян та питĕ интереслĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕ.

«Литературăри анне сăнарĕ» ял-йыша пуçтарчĕ
«Литературăри анне сăнарĕ» ял-йыша пуçтарчĕ

Палăртнă кун, ноябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, чылай анне вулавăша пуçтарăнчĕ. Ăшшăн та тарават кăмăлпа кĕтсе илчĕ вĕсене вулавăш ĕçченĕ. Хăнасем малтан аннесене халалланă стендпа паллашрĕç. Унтан библиотекарь кĕскен уяв историйĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл Аннесен кунне кашни çĕршыврах, анчах тĕрлĕ вăхăтра, палăртнине асăрхаттарса хăварчĕ. Малалла Светлана тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕ: «Юмах-халапри анне-хĕрарăм сăнарĕсене ас тăватăр-и?», «Анне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене малалла тăс», «Кам тавçăруллăрах?», тупмалли юмахсем, «Аннене халалланă юрра малалла тăс»… Вăйăсен хушшинче паллă вырăс тата чăваш çыравçисен Н.Некрасовăн «Мать», А.Блокăн «Сын и мать», А.Фетăн «Мама», С.Есенинăн «Письмо матери», Р.Гамзатовăн «Матери», «Берегите матерей», М.Цветаеван «Мама», С.Васильевăн «Анне», А.Дементьевăн «Баллада о матери», Г.Айхин «Аннене асăнса» сăввисене вуларĕç. Мероприятие хутшăннисем аннене, хĕрарăма халалланă юратупа пурнăç юррисене: «Ах аннеçĕм, анне», «Пĕррехинче çурхи лăпкă каç», «Мамин старенький дом», «Далеко далёко» тата ыттисене те юрларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле «Родительский дом» юрра шăрантарчĕç. Мероприяти уява пуçтарăннисем хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ кучченеçсемпе чей ĕçнипе, ăшшăн калаçса ларнипе, ташă-юрăпа вĕçленчĕ.
Интереслĕ кану каçĕ йĕркеленĕ вулавăш ĕçченне, ăна пулăшаканĕсене, уява килнĕ аннесене тав сăмахĕ калас килет. Малалла тата тĕлпулусем пуласса шанатăп.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: