Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
29 Декабрӗн 2023, 13:30

Пушкăртстанра социаллă-культурăллă икĕ центр уçăлнă

Икĕ районта пурăнакансем Çĕнĕ çул умĕн республикăран парне илме тивĕçнĕ. Икĕ ялта – Белорецк районĕнчи Тирлянский тата Иглин тăрăхĕнчи Улу-Теляк – социаллă-культурăллă центрсем уçăлнă.

Пушкăртстанра социаллă-культурăллă икĕ центр уçăлнă
Пушкăртстанра социаллă-культурăллă икĕ центр уçăлнă

Радий Хабиров сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн Тирлянский ялĕнче пурăнакансене çĕнĕ культура çурчĕ хăпартса пама ĕçлĕ çул çÿревсенчен пĕринче шантарнă. Кивĕ çурта пĕр ĕмĕр каялла туса лартнă. Халĕ ял çыннисен çĕнĕ клуб кăна мар, культура центрĕ пур.

 - Асăннă çуртра кружоксем йĕркелекен тата пултарулăх пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен культура çурчĕ,  ача-пăча ÿнер шкулĕ, библиотека вырнаçĕç. Кунта сцена тата куракансен пысăк залĕ, гримернăй, тренажер залĕ пур,  - ăнлантарса панă республика ертÿçи.

Иглин районĕнчи Улу-Теляк ялĕнче те çакăн йышши центр хăйĕн алăкĕсене уçнă. Вĕсене иккĕшне те «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе хăпартнă.

Пушкăртстанра социаллă-культурăллă икĕ центр уçăлнă
Пушкăртстанра социаллă-культурăллă икĕ центр уçăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: