Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
23 Апрелӗн , 12:25

Çĕр çул иртсен те поэт пурнăçĕ куç умĕнче

Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ – чун апачĕн «ресторанĕнчи» чи лайăххисенчен, чи «тутлисенчен» пĕри. Çапла калани пĕрре те ытлашши пулмĕ. Манăн шухăшпа Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем те килĕшĕç.

Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те поэт пурнăçĕ куç умĕнче

Аллă тăватă çынран тăракан труппа апрель уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче «Пысăк гастрольсем» федераллă программа тивлечĕпе Пушкăртстан Республикинче пулчĕ. Виçĕ спектакльпе куракансене савăнăç парнелерĕ. Инçе çула кĕскетсе килнĕ артистсен гастролĕ «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльпе уçăлчĕ. Куракансем вилĕмсер «Нарспи» авторĕн Константин Ивановăн пурнăçӗпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.
Асăннă спектакль пирки мĕн калама пулать-ха? Драмăри ĕçсем 1906-1915 çулсенче Чĕмпĕрте тата Слакпуç ялĕнче пулса иртеççĕ. Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ кунĕсем телейлĕ те хаваслă шăваççĕ. Пулас композитор Федор Павлов оперетта çинчен ĕмĕтленет, Иоаким Максимов вара – чăвашсен театрĕ пирки. Константин Иванов çул юппинче тăрать тейĕн, вăл чухăнсенчен кулакан ашшĕпе те чĕрре кĕрет, ялсенче шкул та уçасшăн. Çав вăхăтрах «Нарспи» поэма çырать. Унта вăл хăйĕн телейсĕр юратăвне сăнланă. Константин Праские юратнă, анчах ăна пуян та усал ватă арçынна ирĕксĕр качча панă. Упăшкин пусмăрне чăтаймасăр Праски Кĕçтенттинрен хÿтлĕх кĕтет, анчах вĕсен телейĕ нумая пымасть.
Мана спектакль питĕ килĕшрĕ. Актерсем вăйлă вылярĕç. Кулмалли, куççуль юхтармалли самантсем те пулчĕç. Залра ларакансем тимлесех сцена çинче мĕн пулса иртнине сăнарĕç. Кĕçтенттин тата Праски ролĕсене ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов, Оксана Драгуновапа Ирина Верьялова питĕ ăста вылярĕç. Антракт вăхăтĕнче те артистсен сăнарĕсем куç умĕнчен каймарĕç, фойери халăх вара вĕсем çинчен калаçрĕ.
Галина Шавалеева. Шаранти чăваш обществин председателĕ.
– Спектакль курма районтан 20 çынран тăракан делегаци илсе килтĕм. Телее, район администрацийĕ пире автобус уйăрса пачĕ. Эпир шăпах асăннă спектакле курас тесе ĕмĕтленнĕ. Мĕншĕн тесен артистсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илес церемоние куртăмăр. Унсăр пуçне мартăн 24-мĕшĕнче тăванла республикăсем хушшинче туслă çыхăну йĕркеленнĕренпе 30 çул çитрĕ. Эпир хамăр йăх-несĕл тымарне, «Нарпи» поэмин историне пĕлесшĕн. Паянхи спектакле курма шăпа пÿрнĕшĕн чунтан савăнатпăр.
Çакна та каласа хăварасшăн: Константин Иванов амăшĕн рольне вылякан артистка çыхнă тĕрĕллĕ чĕр çиттине эпĕ маларах курнă. Пирĕн районта çакăн йышши икĕ чĕр çитти сыхланса юлнă. Халĕ вĕсем шкул çумĕнчи музейра упранаççĕ.
Римма Андреева, Пишпÿлек ялĕ.
– Пирĕн районтан икĕ автобуспа 34 çын килчĕ. Паллах, эпир «Нарспи» поэмăна вуланă. Ăна автор ăнланмалла çырнă. Артистсем спектакль урлă сăнарсен кăмăл-туйăмĕсене кăтартса пама пултарни тĕлĕнтерчĕ. Питĕ вăйлă вылярĕç. Мана ытларах К.Иванов ашшĕн тата Праски ролĕсене вылякан артистсем тыткăнларĕç. Макăрса та илтĕмĕр. Уйрăмах Праски тарăхса калаçнă вăхăтра. Пурнăç çав тери йывăр пулнă иккен. Çамрăксен туйăмĕсем те вăйлă пулнă. Шел, Иванов çамрăклах вилнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Ĕпхÿ хули.

Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те  поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Çĕр çул иртсен те поэт пурнăçĕ куç умĕнче
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: