Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вулавăш «ăшши» унăн хуçинчен нумай килет

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнчи библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ «Хĕр-туссем» ушкăн хастарĕсем чăваш халăхĕн паллă поэчĕ К.В. Иванов çуралнă тата Библиотека кунĕсене халалласа питĕ интереслĕ мероприяти ирттерчĕç. Кунта унчченхи çулсенче вулавăшра вăй хунă библиотекарьсене йыхравларĕç.

Вулавăш «ăшши» унăн хуçинчен нумай килет
Вулавăш «ăшши» унăн хуçинчен нумай килет

Лидия Леоновапа Нина Павлова тĕрлĕ вăхăтра пĕр-пĕрне улăштарса библиотекарьте ĕçленĕ. Иккĕшĕ те Ĕпхÿри библиотека техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Лидия Михайловна çак ялтах çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вăл 24 çул вулавăш ĕçченĕ пулса тăрăшнă. Çав вăхăтрах темиçе хутчен ялти суйлав комиссийĕн председателĕ те пулнă. 2000 çулта районти библиотекарьсен конкурсĕн çĕнтерÿçи ята тивĕçнĕ. 

Нина Геннадиевна вара 10 çула яхăн çак ĕçре вăй хунă. Суккул хĕрне техникум хыççăн Кăратмаса ĕçлеме янă. Савнă мăшăрне те вăл çак ялтан тупнă. Хÿхĕм те кĕнекепе туслă Нина Кăратмас каччипе çемье çавăрса ашшĕ-амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ.

Лидия Михайловнапа Нина Геннадиевна питĕ ĕçчен те пултаруллă çынсем. Мĕн ачаранах кĕнеке вулама юратаканскерсем çитĕнсе çитсен вĕсенче библиотекарь профессине суйласа илесси пирки иккĕленÿ çуралман. Çав вăхăтра, совет саманинче, компьютер тавраш пулман. Вулавăша çÿрекенсем питĕ йышлă пулнă. Унсăр пуçне кÿршĕри Васильевка ялне вулакансем патне хăйсемех  кĕнекесем илсе çитернĕ. Хăçан çурран çÿренĕ,  хăçан çула май машинăпа ларса кайнă. Эрнере пĕрре пулсан та, хăш чух ытларах та, МТФпа МТМа çитнĕ. Унта ятарлă «Хĕрлĕ кĕтес» йĕркеленĕ. Кашни ĕçченĕн çитĕнĕвĕсем çинчен «Çар листокĕ» (стена хаçачĕ) кăларнă. Ака- суха тата вырма вăхăтĕнче агитбригадăсемпе хире çитсе трактористсемпе комбайнерсем валли концертсем  кăтартнă. Комбайнер кашни пин центнер тырă çапса илнине палăртса комбайнĕ çине хĕрлĕ çăлтăрсем ÿкернĕ. Çак ĕçсене вулавăш ĕçченĕсем тÿлевсĕрех тунă. Унсăр пуçне вĕсем субботниксене хутшăннă, воскресниксене çÿренĕ. Халăх çыравĕ тата ял çыннисен выльăхĕсене шута илесси вĕсен вăйĕпех пурнăçланнă. Ытти бюджет сферинче ĕçлекенсем пекех кашни çул колхозра пĕрер гектар кăшман çитĕнтерсе панă. Çапла кашни минута ĕçре ирттернĕ пулсан та килĕсенче пысăк хуçалăх тытнă.                   

Паянхи кун вулавăшра ĕçлекен Светлана Филиппова та тăрăшуллă пулнипе уйрăлса тăрать. Вăл мероприяти вăхăтĕнче литературăпа çыхăннă вăйăсем ирттерчĕ. Пухăннисем вара чăвашла- вырăсла юрăсем юрларĕç, чей ĕçсе ăшшăн калаçса ларчĕç. Сумлă хăнасене  чечек çыххисемпе пĕчĕк парнесем парса чысларĕç. «Хĕр-туссем» ушкăн артисчĕсем хăйсен репертуарĕнчи юррисене шăрантарчĕç. Вулавăш ĕçченĕ йĕркеленĕ Раççейри библиотекăсен историне уçса паракан выставкăпа та паллашма кăмăллă пулчĕ.  

Зоя КОЛЕСНИКОВА.

Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: