Историлле çĕршывĕсенчен инçетре пурăнакан ирçе тата мăкшă халăхĕсен кĕвви-юррине сыхласа хăварас тĕллевпе ирттерекен пултарулăх конкурсĕн географийĕ çултан çул анлăланса, унта хутшăнакансен йышĕ нумайланса пырать.
Ку хутĕнче фестиваль Çтерлĕ, Авăркас, Бакалă, Пелепей, Гафури, Давлекан, Ермеккей, Кармаскалă, Çтерлĕ, Федоровка районĕсенчи пултаруллă хут купăс калакансене пуçтарнă.
Çакна та палăртса хăвармалла, конкурс программинче ирçе тата мăкшă юррисем çеç мар, вырăс, чăваш, тутар, пушкăрт фольклорĕ те янăранă. Халăх ташшисен шухă кĕввисем, юрăсемпе такмаксем мероприятие уяв сĕмĕ кĕртнĕ. Вĕсем уйрăмах халăхăн кăмăлне палăртаççĕ.
Конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕнчи çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесем парса чысланă. Пултарулăх ăмăртăвĕнче выляса яракансем пулман. Участниксем палăртнă тăрăх, чи хаклă парне вăл - кашни сцена çине тухакана ăсталăхĕшĕн, хăйне евĕрлĕ пултарулăхĕшĕн тăвăллăн алă çупса тав туни.