Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
24 Июлӗн , 13:00

Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă

Республикăри чăваш ялĕсем хăйсен уявĕсене ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Ытларах вĕсене юбилейлă çулсенче йĕркелеççĕ, анчах та тепĕр чухне ăна та кĕтсе тăмаççĕ.

Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă

Акă, июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Кăтаймас ялĕнче «Мало Нагадакские зори» ял уявĕ иртнĕ. Ăна кăтаймассем ял историне халалласа кăларнă «Малый Нагадак» кĕнеке хăтлавĕпе çыхăнтарнă. Пухăннă халăх çирĕплетнĕ тăрăх пĕчĕк ялăн уявне вырăнти пуçаруçăсем (ертÿçи – Наталья Сергеева) кăмăллă та çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Уява пухăннă хăнасемпе хуçасене район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Талгат Сафин, районти чăваш наципе культура автономин ертÿçи, «Салават» КФХ ООО директорĕ Василий Федоров (уявăн тĕп спонсорĕ), Мударис Сафин таврапĕлÿçĕ, Треппел ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ирина Пашкина саламланă. Çавăн пекех пухăннă халăха сцена çинчен Чăваш Хурамал, Чăваш Нукасак, Треппел ялĕсенчен килнĕ хăйпултарулăх ушкăнĕсем тата уйрăм юрăçсем савăнăç парнеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.

Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Кăтаймас кĕнекеллĕ пулнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: