Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
12 Августӑн , 15:25

Чăваш Хурамал артисчĕсем «БэлешФест» наци кухни фестивалĕн программине илем кÿнĕ

Буздяк çĕрĕ çинче иртекен йăлана кĕнĕ «БэлешФест» наци кухнин фестивалĕ çак районăн бренчĕ тата визит карточки пулса тăнă. Кăçал вăл районта çиччĕмĕш хут иртнĕ. Чаплă уява Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнчи «Кĕмĕл» чăваш фольклор ансамблĕ те хутшăннă.

Чăваш Хурамал артисчĕсем «БэлешФест» наци кухни фестивалĕн программине илем кÿнĕ
Чăваш Хурамал артисчĕсем «БэлешФест» наци кухни фестивалĕн программине илем кÿнĕ

Фестивале хутшăнакансем çĕр ытла кукăль-пÿремеч, çавăн пекех тĕрлĕ апат-çимĕç тата ĕçме, тĕрлĕ ăшлă кукăльсем хатĕрленĕ. Кăмăл тăвакансем шашлыкпа плов та тутанса пăхма пултарнă. Çапла кашниех хăйне килĕшекен апата ас тивнĕ.

Кăçалхи чи пысăк бэлешĕн виçи 200 килогрампа танлашнă. Ăна Кузеев ял Канашĕн тăрăшуллă кил хуçи арăмĕсем «Башкир-Агроинвест» ООО ăстаçисем фестиваль валли ятарласа ăсталанă кăмара пĕçернĕ.

БэлешФест - ырлăх, тăнăçлăх тата тараватлăх уявĕ. Унта 30 ытла наци представителĕ килĕшÿ тупать, мероприяти халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ пысăк вырăн йышăннине уçса парать. Çакна «Кĕмĕл» ансамбль хастарĕсем те çирĕплетеççĕ. Уяв сцени çине вĕсем «Чăнах лайăх чĕн йĕвен» чăваш халăх юррипе тухнă, фестиваль  программине илем кÿнĕ.

Чăваш Хурамал артисчĕсем «БэлешФест» наци кухни фестивалĕн программине илем кÿнĕ
Чăваш Хурамал артисчĕсем «БэлешФест» наци кухни фестивалĕн программине илем кÿнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: