Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
4 Сентябрӗн , 14:00

Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет

Август уйăхĕн юлашки кунĕсенче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи модельлĕ культура çуртĕнче «Ахах-мерчен аваллăхĕ» («Звенящая россыпь веков») фольклор уявĕ иртнĕ. Мероприятие районти «Этнофест» этнокультура фестиваль шайĕнче йĕркеленĕ. Унта Суук-Чишмапа Йăмран тата Сихун ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем хаваспах хутшăннă.

Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет

Фольклор уявĕн хăнисемпе ял çыннисем валли культура çурчĕн фойинче «Чăваш ал ĕç ăстисен ылтăн аллисем» курав хатĕрленĕ. Унта Л.П. Ивановапа В.Н. Герасимован ĕçĕсене курма тата тытса пăхма май пулнă. Çавăн пекех уяв программи вăхăтĕнче Йăмран ялĕнчи «Çăлкуç» халăх ансамблĕн ертÿçи А.Л. Степанова чăваш наци апачĕсем çинчен каласа панă. Унсăр пуçне пухăннисем В.А. Никонорова Чăваш наци академикĕпе те тĕл пулнă, ăна хăйсене интереслентерекен ыйтусене панă.

Фольклор уявĕн иккĕмĕш пайĕ концерт залĕнче иртнĕ. Кунта вара виçĕ чăваш ялĕн пултарулăх ушкăнĕсем халăх юррисене шăрантарнă, çемьепе йăла-йĕрке композицийĕсене кăтартса панă. Сăмахран, Сихунти «Çеçпĕл» фольклор ансамблĕ залра ларакансене авалхи икĕ чăваш юрри парнеленĕ.

Мероприяти пĕтĕмĕшле туслă та ăшă лару-тăрура иртнĕ. Çакă Йăмран ялĕнчи культура çурчĕ чăваш халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ ăру çыннисене пухăнмалли илемлĕ лапам пулса тăнипе те çыхăннă.

Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Йăмранри «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уяв иртнĕ пурнăçа хаклама вĕрентет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: