Концерта хаваспах «Çавал» ушкăн, Эльтияр, Алексей Московский, Ирина Музыкантова, Андрей Макаров хутшăнчĕç. Аленăн репертуарне çичĕ çĕнĕ юрă пуянлатрĕ. Куракансем уйрăмах «Аттеçĕм», «Ывăлăм», «Юррăмсем – çунатăмсем» юрăсене ăшшăн та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Сăмах май каласан, иртнĕ çулхи концерт тĕлне çуралнă «Санăн симĕс куçусем» юрă «Кайри-мала» хит-парадра виçĕ хутчен малти вырăна тухрĕ. Çĕнĕ юрăсен пурнăçĕ те ăрăскаллă пултăр.
Концертра чуна хускатса куракансене куççуллентеркен самант Авăркас тăрăхĕнчи Таштамакра учитель пулса ĕçленĕ Зинаида Степанован «Салтак куççулĕ» сăвăран пуçланчĕ. Сăвă йĕркисене Алена мăшăрĕпе Олег Максимовпа пĕрле вуларĕ. Сцена çинчи çар çынни, ачисемшĕн яланах юнашар Анне сăнарĕ пулни пурне те пăлхантарчĕ, çÿçентерчĕ, куççуллентерчĕ.
«Концерт программин теми, шухăшĕ питĕ тарăн, вырăнлă, вăхăтлă. Юрăпа ташăсем пĕр-пĕрне вăйлăлатса уçса пыраççĕ», «Питĕ кăмăллă концерт. Шухăшлаттаракан концерт. Сцена тумĕсем мĕне тăраççĕ», «Виçĕ сехет сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Чунпа кантăмăр», «Алена – пирĕн Зыкина», «Çемьепе пуçтарăнса курмалли концерт», - илтме пулчĕ куракансенчен.
Çĕр хут илтиччен хăв курнине нимĕн те çитес çук. Ноябрь уйăхĕнче Пушкăртстанра Алена Силпин концерт турĕ пуçланать. Кăшт çÿлерех çемьепе пуçтарăнса курмалли концерт тенĕччĕ. Çапла кунта кашни ăрăвăн чун хĕлĕхĕсене хускатмалли самантсем пур: чуна çунтаракан юрăсем, ташша яраканисем те, чуна савăнтаракан халăх тумĕсем, çемье пĕрлĕхĕ. Юратса хатĕрленĕ концерта çитсе курма сĕнетĕп.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ. Шупашкар хули.