Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
27 Мартӑн , 17:00

Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать

Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Салават хулинчи «Агидель» культурăпа кану центрĕнче Çтерлĕ патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕн «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн (ертÿçи – Олеся Пескова)  «Чĕререн тухнă сăмахсем чĕренех çитеççĕ» ятпа концерт программи иртрĕ.

Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать

Чун апачĕшĕн тунсăхланă халăх культурăпа кану центрне хаваспах пухăнчĕ. Залра ларакансем хушшинче аслă ÿсĕмри çынсем кăна мар, çамрăксем те пулчĕç. Уйрăмах чăваш пикисен концертне курма Ĕпхÿ сервиспа апатлану индустри колледжĕн Салават хулинчи филиалĕн студенчĕсем йышлăн килнĕччĕ. Вĕсем билетсене «Пушкин карттипе» усă курса туяннă иккен. Концертсене çамрăксем те çÿреме кăмăл туни уйрăмах савăнтарчĕ.

Концерт программи тĕрлĕ жанрлă‚ интереслĕ те пуян номерсенчен тăчĕ. «Сарпин» чипер хĕрĕсем куракансене илемлĕ кĕвĕллĕ чăваш юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕç, чăваш халăхĕн ҫемье йăли-йĕркипе тата наци культура уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш пикисем чăнах та тĕлĕнмелле пултаруллă-çке. Çакна залра ларакансем пĕр чарăнмасăр тăвăллăн алă çупса хавхалантарни те уçăммăнах çирĕплетрĕ.

Салават хулинче пурăнакан чăвашсен ятĕнчен «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн пикисене çÿллĕ шайра йĕркеленĕ концертшăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.

Ирина СТЕПАНОВА, Салават хулинчи чăваш культура обществин ертÿçи.

Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Чăваш юрри-ташши тĕрлĕ ÿсĕмрисене хăй патне туртать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: