Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
9 Апрелӗн 2025, 17:00

Ирина Роднина Пушкăрт театрĕ лартнă спектакльте çĕршыв историне курнă

Виçĕ хутчен Олимп тата 10 хутчен тĕнче чемпионĕ пулса тăнă Ирина Роднина çак кунсенче Мускав хулинчи Пысăк театрта Пушкăрт оперипе балет театрĕ кăтартнă «Рахманинов. Симфония длиною в жизнь» спектакле килсе курнă. Паллă Совет фигуристки пушкăрт артисчĕсен пултарулăхне пысăк хак панă, йĕркелÿçĕсене йыхравшăн тав тунă.

Ирина Роднина Пушкăрт театрĕ лартнă спектакльте çĕршыв историне курнă
Ирина Роднина Пушкăрт театрĕ лартнă спектакльте çĕршыв историне курнă

 - Пирĕн республикăсемпе крайсем кунта, Пысăк театрта, хăйсен пултарулăхне кăтартса пама пултарни савăнтарать. Тĕлĕнмелле спектакль! Çакă манăн шухăш кăна мар, пĕлĕшсем те çапла шутлаççĕ. - тенĕ Ирина Роднина. – Çакăн пек ĕçшĕн тата ÿнершĕн пысăк тав. Ман шутпа, авторсем Рахманинов сăнарне кăна мар, унăн пурнăçĕнче пулса иртнĕ истори пулăмĕсене те туллин уçса пама пултарчĕç. Кунта çĕршыв историйĕ те, çак çын историйĕ те палăрать.

Спектакле лартас ĕçре либретто авторĕ тата художник-постановщик - ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Складчиков, хореграф-постановщик – Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Олег Габышев, дирижер-постановщик – Мускаври К.Станиславский ячĕллĕ музыка театрĕн тĕп дирижерĕ, Раççей халăх артисчĕ Феликс Коробов, çутă енĕпе художник Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ирина Вторникова вăй хунă. 

Пушкăрт патшалăх академи оперăпа балет театрĕ «Золотая маска» фестиваль шайĕнче «Рахманинов. Симфония в длиною жизнь» балет тата Мустай Каримăн трагедийĕ никĕсĕ çинче хатĕрленĕ Салават Низаметдиновăн «В ночь лунного затмения» опера лартĕ. Вĕсене Пысăк театрăн Çĕнĕ сцени çинче апрель уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче курма пулĕ.

    

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас