- Асăннă проект пирĕн хулари культура пурнăçĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулĕ. Вăл спортăн чаплă тĕсĕсен пуян эткерне пулас ăру патне çитерме тата упраса хăварма пулăшĕ, - пĕлтернĕ «Пăр Керменĕн» пресс-служби. – Эпир сиртен пулăшу ыйтатпăр: сирĕн килĕрте хокейпа е конькипе илемлĕ ярăннипе çыхăннă раритетлă япаласем (спорт тумĕ, кивĕ коньки, медальсем, сăн ÿкерчĕксем тата ытти те) пулсан вĕсене парне вырăнне йышăнма хавас пулăпăр.
Пăр керменĕн директорĕ Марат Фаттахов палăртнă тăрăх, кермен ĕçченĕсем ХХ ĕмĕрти хапхаçă (вратарь) тумне музейре вырнаçтарма ĕмĕтленеççĕ. Экспонатсен шутне кермене уçнă чух парнеленĕ Владислав Третьякăн майки те кĕрĕ.
Музей икĕ пайран тăрĕ – истори тата хальхи вăхăт. Иккĕмĕш пайĕнче Октябрьский хулин хоккеисчĕсемпе фигурисчĕсем тивĕçнĕ наградăсене, çав шутра нумай пулмасть Пушкăртстан первенствин Кубокне те вырнаçтарĕç.