Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
21 Майӑн 2025, 16:00

Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать

«Автоклуб» куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсать, халăха тухса çÿрекен концертсемпе хавхалантарать.

Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать
Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать

Нумай пулмасть «Автоклуб» Сихун ялĕнчи культура çурчĕн артисчĕсемпе пĕрле «Чун-чĕре кĕввисем» программа хатĕрлесе Кивĕ Киешки, Верхнетимкино тата Нижнетимкино ялĕсене çитсе килнĕ. Программăна вăрçă, Тăван çĕршыва тата тăван çĕре, киле юратнине сăнласа паракан юрăсем илем кÿнĕ.

«Автоклуба» 2021 çулта «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе туяннă.

Кармаскалă районĕ.

Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать
Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать
Кармаскалă тăрăхĕнчи «Автоклуб» çынсене концертсемпе савăнтарать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас