Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
17 Сентябрӗн 2025, 16:30

Петр Дранга Ĕпхÿре ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелĕ

Пушкăртстанăн тĕп хулинче, Республика кунĕ умĕн, паллă аккордеонистăн Петр Дрангăн ыркăмăллăх концерчĕ иртĕ.

Петр Дранга Ĕпхÿре ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелĕ
Петр Дранга Ĕпхÿре ыркăмăллăх концерчĕ йĕркелĕ

Аккордеонпа та, гитарăпа та, клавишăллă тата çапса калмалли инструментсемпе те кĕвĕ калама ăста музыкант «Метаморфозы» шоу-программăпа килĕ.

 

Концертăн тĕллевĕ – «Хăйне евĕрлĕ ачасем» фонда пулăшу парас тĕллевпе укçа-тенкĕ пухасси. Программăра Петр Дранга тата унăн музыка коллективĕ шăрантаракан авторла произведенисем, классикăллă, паянхи композицисем пулĕç.

 

Асăннă мероприяти РФ Патшалăх Думин депутачĕн, ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи культра тата ÿнер ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канаш пайташĕн Наталья Орлован пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрет.

 

Концерт октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Торатау» конгресс-холра иртет, вăл Ĕпхÿ çыннисемпе хăнисемшĕн парне пулса тăрĕ.

 

Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас