Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
17 Сентябрӗн 2025, 18:30

Пушкăртстанра Аксаков уявĕ иртĕ

Ĕпхÿпе Пушкăртстанра XXXV Пĕтĕм тĕнчери Аксаков уявĕ иртĕ. Вăл кĕркуннен чи кĕтнĕ уявĕсенчен пĕри шутланать. Кăçал Раççей, Болгарипе Серби хăнисене пуян программа кĕтет.

Пушкăртстанра Аксаков уявĕ иртĕ
Пушкăртстанра Аксаков уявĕ иртĕ

Мероприятисем шкулсемпе аслă пĕлÿ çурчĕсенче йĕркелекен чыспа кăмăл-сипет урокĕсенчен пуçланĕç. Çамрăксен умĕнче паллă çыравçăсемпе общество деятелĕсем тухса сăмах калĕç. Тĕп пулăмсем Ĕпхÿпе Аксаковăн Мемориаллă çурт-музейĕнче иртĕç: «Русский огонек» тата «История предков Салавата Щербакова» куравсем уçăлĕç, Литература гостинăйĕнче «История моего деда» кĕнекепе паллаштарĕç, Вырăс диктантне лайăх паллăсемпе çырнисене чыслĕç.

Çакăн хыççăн уявăн хăнисене Аксаков паркне иртме сĕнĕç. Кунта халăх алăсталăхĕсен ярмаркки, ача-пăча ÿкерчĕкĕсен куравĕ, ача-пăча лапамĕсем ĕçлĕç. Унсăр пуçне концертсем курса  киленме пулĕ. Чаплă та савăнăçлă каçа вара Аксаковăн халăх çуртĕнче (халĕ оперăпа балет театрĕ) йĕркелĕç.

Кăçалхи уяв пĕр харăс виçĕ пулăма пĕрлештерет: Сергей Тимофеевич Аксаков çуралнăранпа - 234 çул, унăн ывăлне Григорие  - 205 çул тата Ĕпхÿ кĕпернине йĕркеленнĕренпе 160 çул пулать.

 

Ирида НОВИКОВА.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас