Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
8 Октябрӗн 2025, 14:00

Хĕрĕх тăватă культура ĕçченĕ пĕршер миллион тенкĕ илĕ

Çакă «Земство культура ĕçченĕ» программăпа çĕршывĕпе пурнăçа кĕрекен чи пысăк квота шутланать.

Хĕрĕх тăватă культура ĕçченĕ пĕршер миллион тенкĕ илĕ
Хĕрĕх тăватă культура ĕçченĕ пĕршер миллион тенкĕ илĕ

ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тÿлевсем валли федераллă хыснаран 38 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Халĕ çитес çул валли заявкăсем йышăнассипе çыхăннă ĕç пырать.

Квотăна 59 специалист таран ÿстернĕ. Çакă ялти культура учрежденийĕсенчи ĕçе илĕртÿллĕ те тивĕçлĕ тума пулăшĕ.

2021 çултанпа ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе Пушкăртстан Раççейре пĕрремĕш регион пулса «Земство культура ĕçченĕ» программăна пуçарса янă. 150 профильлĕ специалист унпа усă курса хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Малтанхи тăватă çул хушшинче пĕтĕмĕшле 105 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă. 2025 çултанпа программа федераллă шайра пурнăçа кĕрет.   

 - Культура министерствине «Земство культура ĕçченĕ» программа тăрăх конкурс процедурине декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме хушу патăм. Çавăн пекех муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсемпе культура учрежденийĕсен хушшинчи тачă çыхăнăва йĕркелемелле. Çакă çамрăк специалистсене явăçтарас тата ял тăрăхĕсенчи культурăна аталантарас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тенĕ Андрей Назаров.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас