Шлем евĕр калпак мĕнрен тăнине тишкернĕ, ăна мĕнле çĕленине, ун çумне мĕнле майпа тенкĕсем, шăрçасем, вĕтĕ шăрçаран пуçтарнă эрешсем çĕлесе хунине ăнлантарса тата кăтартса панă. Сăмах май каласан, «Пилеш» фолькор ансамбль пайташĕсем хушпусене, пуçа çыхмалли шăрçаллă косынкăсене хăйсемех ăсталаççĕ.
Пирĕн мăн асанне-кукамайсем мĕнле юрăсем юрланине, вăйă картисене тăнисене каласа панă. Мероприятие хутшăннисем клубри тата библиотекăри «Пирĕн мăн асаннесен алă ăшши» этнографи кĕтесĕсене кайса курнă. Курава чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи пир кĕпине, çăпатасем, кĕнчеле, тĕрленĕ картинăсем, ал шăллисем, çыхнă палассем, косынкăсем, нускисем, тапочкăсем, перчеткесем, теттесем тата ытти япаласене тăратнă. Мероприяти ырă кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.