Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
16 Нарӑсӑн , 12:00

Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç

Туссем пӗрле пуҫтарӑнсан шӑранать юрӑ-кулӑ! Вӑхӑтлӑха хуйхи-суйхи те манӑçать, куҫҫуль те типет. Чунра ӑшӑ туйӑм ҫуралать, пурнӑҫ илемӗ килет. Февралӗн 13-мӗшӗнче Федоровка районӗнчи Ашкатартан килсе ҫитнӗ "Ашкатар ҫӑлкуҫӗсем" халӑх фольклор ансамблӗ Ҫтерлӗ районӗнчи Ямансас (Ишпарсово) ялӗнче чаплӑ концерт кăтартрӗ.  

Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç

Юрӑсем итлесе чуна кантартӑмӑр, ташӑсемпе килентӗмӗр, "Маски" театр кружокӗ выляса панӑ сценкӑсенчен ахӑлтатса култӑмӑр. Сценкӑсен авторӗ - Зинаида Сурпан паллӑ поэтесса. "Ашкадарские роднички" хӗр ачасен ташӑ ушкӑнӗ тӗрлӗ халӑх ташшисемпе савăнтарчĕ. Ушкăн хореографӗ Марс Салихович Хайбуллин шӑпӑр чӑваш халӑх музыка инструментне ӑсталанипе те паллă. Хальхи вӑхӑтри юрӑсене шӑрантаракан "Пикесем" ансамбль юрăçисем маттуртан та маттур! Пӗчченшерӗн, ушкӑнӗпе юрланӑ юрӑсем чӗре патнех ҫитрӗҫ. Ятарлӑ çар операцине халалланă сӑвӑсемпе юрӑсем куракансен куҫӗсене шывлантарчĕç. Ашкатар ялĕн волонтерĕсем  тетелсем те ҫыхаҫҫӗ, ытти кирлӗ хатӗрсене пуҫтарса хӑйсемех фронта леҫеҫҫӗ. Федоровкăсем пур енчен те пултаруллӑ! Вӗсем хӑйсен ятне ҫӳле çĕкленĕ, Мускава çитсе "Привет, Андрей!", "Песни от всей души" передачăсене хутшăнса юрăсем юрланӑ!
Артистсене Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономин ертӳҫи О. П. Федорова, пресс-служба ертӳҫи Л. И. Маркина, А. В. Данилов тав сӑмахӗсем каласа Тав ҫырӑвӗ, пылак кучченеҫ пачӗҫ. Концертпа савăнтарнă хаклӑ артистсене, вĕсене хапăл туса кӗтсе илнӗ Ямансасри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр! Мирлӗ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑх анинче пысӑк, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКА пресс-служби.

Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Кÿршĕ районти çынсене концертпа савăнтарчĕç
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас