Пур хыпар та
Культура пурнăçĕ
24 Нарӑсӑн , 18:00

Çăварни çитет те иртет

Февраль уйăхĕн 22-мĕшĕнче Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи культура çурчĕ умĕнчи лапамра «Çăварни килет, икерчĕ тата пыл илсе килет!» халăх уявĕ иртнĕ.

Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет

Йăпанусемпе вăйăсем, юрăсемпе конкурссем, ташăсемпе тутлă апат-çимĕç, вĕри чей – çаксем пурте уяв программинче пулнă. Аслисемпе ачасем халăх йăли-йĕркисене курма, хĕллене ăсатма йышлăн пухăннă.

Çăварние пухăннисене культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ пуян та кăсăк программа кĕтнĕ. Валентина Федорова тата Меланья Данилова ертÿçĕсем, Хĕлле (Арианна Андреева), Çăварни (Лиана Волкова) тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем йĕркелесе ирттернĕ. Вĕсенче вылякансем хăйсен çаврăнăçулăхне тĕрĕслесе пăхма пултарнă.

«Тус-тăван» (ертÿçи – Юдина С.В.), «Мерчен» (В.Н. Семенова), «Родничок» чăваш фольклор ансамблĕсем тата «Тăван кĕвĕсем» дуэт шăрантарнă такмаксемпе юрăсем пухăннă халăхăн кăмăлне çĕкленĕ. Çăварни уявĕ улăмран тунă катемпие çунтарса хĕле ăсатнипе, çуркуннене кĕтсе илнипе вĕçленнĕ.

Федоровка районĕ, Урал ялĕ.  

 

 

Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет
Çăварни çитет те иртет
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас