Культура пурнăçĕ
16 Апреля , 13:30

Чĕрĕ йăла-йĕркесем

Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мияки салинчи культура керменĕнче Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Пушкăртстанри пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалласа «Чĕрĕ йăла-йĕркесем» («Живая традиция») ачасен фольклор ушкăнĕсен фестиваль-конкурсне ирттернĕ.

Чĕрĕ йăла-йĕркесемЧĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем

Унта Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕн «Тумлам» ачасен фольклор ушкăнĕ (ертÿçисем - Лилия Архиповапа Любовь Семенова) хутшăнса III степеньлĕ Диплом тата Раççейри нумай нациллĕ культурăн пĕрлĕхне упранăшăн ятарлă парне çĕнсе илнĕ. Ăмăртура вĕсем «Сурхури» авалхи чӑваш уявĕн йăли-йĕркипе паллаштарнă.

 

Эпир пĕчĕк артистсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те культура пурнăçне хастар хутшăнма сунатпăр! Халĕ вара сире вĕсен пултарулăхĕпе паллаштаратпăр.

Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Чĕрĕ йăла-йĕркесем
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас