Урал сасси
+20 °С
Облачно
Культура пурнăçĕ
26 Августа , 11:00

Юрă ĕçлеме вăй-хал парать

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем тыр-пул акса ÿстерекенсем валли уяв йĕркеленĕ.

Юрă ĕçлеме вăй-хал паратьЮрă ĕçлеме вăй-хал парать
Юрă ĕçлеме вăй-хал парать

Республикăри хуçалăхсенче вырма кунран-кун вăй илсе пырать. Çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас тĕлĕшпе Юмашри культура çурчĕн ĕçченĕсем концерт номерĕсемпе уй-хире çитнĕ.

Артистсем «Базы» ял хуçалăх предприяти» ООО ĕçченĕсен кăмăлне çĕкленĕ. Мероприяти уçă тÿпе айĕнче, çил вăркăшĕпе лăпкă хумханса ларакан ылтăн пучахсем хушшинче, иртнĕ. Агитбригада репертуарĕнче халăх юррисем те, шухă такмаксемпе лирика композицийĕсем те пулнă.

Механизаторсем артистсене ăшшăн кĕтсе илнĕ, юрлакансене тăвăллăн алă ҫупса тав тунă. Культура ĕçченĕсем вырма пынă вăхăтра юрăпа кĕвĕ яланах çумра пулассине шантарнă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас