

Чăваш артисчĕсем куракансемпе пĕрремĕш тĕлпулăва Шаран салинче йĕркелеççĕ. Ун хыççăн вĕсем Миякипе Пишпÿлек, Кармаскалăпа Авăркас, Чекмагушпа Федоровка, Çтерлĕ районĕсене, Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Пелепей хулисене çитĕç. Паян сире гастроль маршручĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
– октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕ – Шаран сали, Пролетарская урам, 2-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 22-мĕшĕ – Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çурчĕ;
– 23-мĕшĕ – Пишпÿлек сали, Советская урам, 25-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 24-мĕшĕ – Кармаскалă сали, Садовая урам, 25/1-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 25-мĕшĕ – Толбазă сали, Ленин урамĕ, 113-мĕш çурт, районти культура çурчĕ;
– 26-мĕшĕ – Пелепей хули, Амиров урамĕ, 10-мĕш çурт, Тĕп культура керменĕ;
– 27-мĕшĕ – Ĕпхÿ хули, Машина тăвакансен урамĕ, 10/1-мĕш çурт, УМПО культура керменĕ;
– 28-мĕшĕ – Çтерлĕ хули, Социалистическая урам, 5-мĕш çурт, Çтерлĕри политехника колледжĕн акт залĕ;
– 29-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ клуб;
Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, кану каçĕ кăмăллă та усăллă иртмелле пултăр.
Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-960-300-22-43.