Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
29 Июлӗн 2021, 17:20

Ачасене чир ертнĕ педагогсен тĕлĕшпе административлă мерăсем йышăнĕç

Педагогсем ачасене COVID-19 чирĕпе чирлетнĕ тĕслĕхсем пулсан, вĕсен тĕлĕшпе административлă мерăсем йышăнĕç. Çакăн пирки ПР вĕрентÿ министрĕ Айбулат Хажин «Россия» медиацентрта  иртнĕ «Вĕрентекенсене вакцинăласси» брифингра пĕлтернĕ.

Ачасене чир ертнĕ педагогсен тĕлĕшпе административлă мерăсем йышăнĕç
Ачасене чир ертнĕ педагогсен тĕлĕшпе административлă мерăсем йышăнĕç

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне республикăри педагогсен 80 проценчĕ, ытларах пулсан тата та лайăхрах, вакцинаци  тутарттармалла. ПР Вĕрентÿ министерстви учительсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен прививка тума сĕннĕ. Вакцинаци валли медицина енчен чарусем çук, анчах Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн прививка туман педагогсене вĕрентÿ ĕçĕнчен хăтарĕç. Айбулат Хажин сăмахĕсем тăрăх, ĕçрен ĕç укçисĕр е ĕç укçипе хăтарассине эпидеми лару-тăрăвне шута илсе йышăнĕç. Вакцинаци процедури иртнисене ĕç укçи сыхланса юлакан канмалли кун парĕç. Хавхалантармалли мелсем пирки июль уйăхĕн 15-мĕшĕнчи приказ çинче çырнă. Çавăн пекех ĕçченсене преми парасси пирки те каланă. Айбулат Хажин палăртнă тăрăх, учительсем – уйрăм категори, вĕсем ачасем, çын хушшинче нумай пулаççĕ. Çавăнпа хăйсене те, ыттисене те упрамалла.

Брифинга хутшăннисем  - лицей тата шкул ертÿçисем  - вĕренÿ учрежденийĕнче вакцинаци тăвас ĕç хăвăрт пыни çинчен пĕлтернĕ. Учительсем ку йышăнăва ăнланса, хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çинчен шутласа тăваççĕ.

Республикăри вĕрентÿ министрĕ палăртнă тăрăх, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче те маска режимĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнасси, кабинет системи, санитари мерисем сыхланса  юлĕç. Ачасене маска тăхăнма хистемеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кирлĕ тесе шутлать пулсан çеç. Ача кăшăлвируспа чирлесен, ăна занятисенчен хăтармасăр дистанциллĕ вĕрентĕве куçарĕç.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: