Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Августӑн 2022, 12:20

Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет

Тăван çĕршывăн тĕп хулинче çак кунсенче «Зарядье» паркра Вырăс географи обществин фестивалĕ ĕçлет. Сăмах май, кăçал пĕрлĕх 5 çул тултарать. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ çĕре Пушкăртстан Республики те хутшăнать. Вăл Мускавра пурăнакансемпе унăн хăнисене пушкăрт культурипе литературин эткерĕпе, историпе тата фольклорĕпе паллаштарĕ.

Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет

Фестиваль иртнĕ кунсенче уява пухăннă халăх пушкăртсен йали-йĕркине, культурине хак пама пултарать. Кремль стени çумĕнчех пушкăрт юртине (тирмэ) кил-çуртри тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрсемпе лартнă. Кунтах алĕç ăстисен ĕçĕсене – килте тĕртнĕ тĕрĕллĕ кавирсене, тĕрленĕ алшăлисене, наци капăрлатăвĕсене тата ыттине те – курма пулать.

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вырăс географи обществин фестивалĕн программипе килĕшÿллĕн Пушкăртстан Республикин кунĕ иртмелле. Çак кун уяв хăнисене Сабантуй спортпа тĕрлĕ вăйăсен мероприятийĕсем кĕтеççĕ. Çавăн пекех программăна республикăри тата Мускав хулинчи искусствăпа культура ăстисем илем кÿрĕç.

Çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан ентешсемшĕн фестивалĕн тĕп сцени çинче иртекен концерт программи чи пысăк та кăмăллă парне пулĕ. Кунта «Мирас» фольклор юрăпа ташă ансамблĕн, Х. Ахметов ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх филармони соличĕсен – ПР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Дияна Ишниязова, Ильнур Хайруллин (курай, кубыс), Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Тимур Рамазанов, Ильдар Абдуллин, Алиса Жумагалиева, Альфия Нигматуллина -  пултарулăхĕпе паллашма май пулĕ.

Аса илтеретпĕр, Вырăс географии обществин V фестивальне Географ кунне тата Вырăс географи обществине йĕркеленĕренпе 177 çул çитнине  халалланă. Ăна август уйăхĕн 18-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Уяв 10 куна тăсалать, кашни кунĕ хăйне евĕрлĕхпе, çĕнĕ пулăмсемпе уйрăлса тăрать.

Юрий СНЕГОПАД.

Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
Ыран Мускавра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: