Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
16 Ноябрӗн 2022, 10:30

Çулталăк вĕçлениччен тата 23 культура объектне çĕнетĕç

2022 çул вĕçлениччен Пушкăртстанра «Культура» наци проекчĕпе усă курса 23 объекта çĕнетĕç тата тĕпрен юсĕç. Çав шутра культура çурчĕсем, ялти клубсем, ÿнер шкулĕсем, музейсем, культурăпа кану центрĕсем пулмалла.

Çулталăк вĕçлениччен тата 23 культура объектне çĕнетĕç
Çулталăк вĕçлениччен тата 23 культура объектне çĕнетĕç

Хальхи вăхăтра 27 культура организацине ĕçре усă курмалли паянхи кун ыйтакан чи кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Кунта пĕр ача-пăча музыка шкулĕ, 10 кинозал тата ытти те. Наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май çынсем хастартарах та пуçаруллăрах пулни палăрать. Çакна Пушкăртстанра пурăнакансемпе вĕсен хăнисем культура мероприятийĕсене çÿрессипе Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш, Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта пулни те çирĕпле

Раççей Федерацин культура министрĕ Ольга Любимова пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне 1089 культура çуртне çĕнетнĕ тата тĕпрен юсанă. 2025 çул тĕлне вара çак виçе 1652 объекта çитмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#уралсасси#нацпроект#культура

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: