Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
23 Ноябрӗн 2022, 17:37

Радий Хабиров Пушкăртстанра 114 наци çынни килĕштерсе пурăнни çинчен пĕлтернĕ

 - Пушкăртстанра тĕлĕнмелле, хăйне майлă наци культури йĕркеленнĕ, ăна эпир питĕ хаклатпăр, унпа мăнаçланатпăр, - тенĕ «ОТР» эфирĕнче Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров. Паян Федераллă каналта Пушкăртстан Республикин кунĕ пырать, кăларăма пирĕн региона халалланă.

Радий Хабиров Пушкăртстанра 114 наци çынни килĕштерсе пурăнни çинчен пĕлтернĕ
Радий Хабиров Пушкăртстанра 114 наци çынни килĕштерсе пурăнни çинчен пĕлтернĕ

Телекăларăма ертсе пыракан Пушкăртстан Республикинче тĕрлĕ халăх çыннисем епле килĕштерсе пурăнни  çинчен ыйтни çине Радий Хабиров çапла хуравланă:

 - Раççей – нумай нациллĕ çĕршыв пулсан, Пушкăртстан тата та ытларах  нациллĕ регион. Пирĕн халăхăн 36 проценчĕ вырăссем, 29,5% пушкăртсем, 25,4% тутарсем, 2,7% чăвашсем, 2,6% марисем, 1% украинецсем, 0,5-шер процент удмуртсемпе мăкшăсем. Тата та нумайрах наци çыннисем Дагестанра çеç – унта 38 тĕрлĕ халăх ушкăнĕ.

Çавăн пекех республикăра тата 100 тĕрлĕ наци çынни тĕпленнĕ. Эпир пĕр-пĕринпе тахçантанпах  килĕштерсе пурăнатпăр. Паллах, çынсем хăйсене тивĕçсĕр тыткалани те пулать. Ку ытларах кулленхи пурнăçпа çыхăннă.  

Пирĕн икĕ тĕн – православи тата ислам. Пур ушкăн та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Тĕрлĕ халăх хушшинчи мăшăрланусем нумай. Туй йăлисем те хутшăнса пĕтнĕ. Çаксем пурте хăйне майлă культура йĕркелесе янă.

 Çакăн евĕр лару-тăру паян çеç йĕркеленмен. Пушкăртстанра пĕрремĕш вырăс ялĕсем XVI ĕмĕрте пуçланса кайнă, - тенĕ Радий Хабиров.

#республикабашкортостан#уралсасси#национальныепроекты#культура

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: