Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Ноябрӗн 2022, 17:04

Çтерлĕре пуçласа Чăваш тĕррин уявĕ иртрĕ

Ĕнер, ноябрь уйăхĕн 26-мӗшӗнче, Ҫтерлӗри хула керменӗнче питӗ илемлӗ мероприяти  - Чӑваш тӗррин уявӗ- иртрӗ. Ку уяв республика шайĕнче пĕрремĕш хут, пуҫласа хамăр тăрăхри тĕрĕ ăстисене пĕр çĕре пуçтарма пултарчĕ. 

Çтерлĕре пуçласа Чăваш тĕррин уявĕ иртрĕ
Çтерлĕре пуçласа Чăваш тĕррин уявĕ иртрĕ

Унта респуликӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен (Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчен, Авăркаспа Кармаскалă, Пишпÿлĕкпе Мияки, Ермеккейпе Куюргазă, Федоровкăпа  Стерлĕпуç,  Давлеканпа Çтерлĕ, Пелепей районĕсем) килнӗ чаплӑ та пултаруллă фольклор ушкăнĕсемпе тӗрлӗ коллективсем, тӗрӗ ӑстисем хӑйсен пуян та паха куравĕсене , сцена ҫинче тӑван халӑхӑмӑрăн йăли- йĕркипе ҫыхӑннӑ театраллӑ сюжечĕсене анлӑн кӑтартса пачӗҫ. 

Унсăр пуҫне ҫак уява аякран, Чӑваш Енрен, килнӗ хаклӑ хăнасем - Раҫҫейри Ремесленниксен гильдин членĕ Любовь  Вазюкова тӗрӗ ӑсти хӑйӗн мастер-класӗпе,  Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ӗҫченӗ Роза Степанова (Кӗлчечек) юрăç сцена ҫинче юрласа илем кӳчӗҫ.

Уява йӗркелекенсене Пушкăрт Республикин культура министрне Амина Шафикована, унăн çумне Наталья Лапшинана , ПР Туслăх ҫурчӗн директорне , Флюза Гайсинана, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи пулнă Людмила Мурманскаяна (уява шăпах вăл пуçарнипе йĕркеленĕ) тата мĕнпур алĕç ăстисемпе пултарулăх коллективĕсене Пушкăртстан Республикинчи «Канаш» регионти обществăлла организаци ятĕнчен тата хамӑн ятран пурне те пысӑк тав сăмахĕ калатăп.

Ирина СУХАРЕВА, ПР «Канаш» регионти обществăлла организаци председателĕ.

Редакцирен. Тĕрĕ уявĕ мĕнле иртни çинчен тĕплĕнрех çывăх вăхăтра «Урал сасси» хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: