Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
15 Кӑрлач 2023, 17:00

Вахтанг Кикабидзе вилнĕ

Паян, январь уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Вахтанг Кикабидзе паллă актерăн чĕри тапма чарăннă. Çакăн çинче ТАСС Мтавари Архи грузи телевидени хыпарлани çине тайăнса пĕлтернĕ.

Вахтанг Кикабидзе вилнĕ
Вахтанг Кикабидзе вилнĕ

Вахтанг Константинович Кикабидзе 1938 çулта июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тбилиси хулинче  çуралнă.

1978 çулта вăл СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. 1980 çулта Кикабидзе Грузи Республикин халăх артисчĕ ята тивĕçнĕ. 2020 çултан пуçласа -Грузи Республикин парламенчĕн депутачĕ.

Ĕç карьерине пăхас пулсан вăл совет тата грузи фильмĕсенче вуншар роль вылянă. Вĕсенчен пĕри, асра юлмалли – Георгия Данелиян «Мимино» фильмĕнчи  Валико Мизандари. Çак фильм экрансем çине 1977 çулта тухнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: