Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Кӑрлач 2023, 18:00

Раççейри студентлăх кунне халалласа Ĕпхÿ хулин истори музейĕнче «1+1»акци иртет

Раççей студентлăх кунне халалласа, иртнĕ кунсене аса илсе тата Пушкăртстанăн тĕп хулин историйĕпе, культурипе паллашас тĕллевпе, Ĕпхÿ хулин истори музейĕнче «1+1» акци иртет. Вăл икĕ куна – январь уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче –  тăсăлать.

Раççейри студентлăх кунне халалласа Ĕпхÿ хулин истори музейĕнче «1+1»акци иртет
Раççейри студентлăх кунне халалласа Ĕпхÿ хулин истори музейĕнче «1+1»акци иртет

Акци вăхăтĕнче студентсем студент билечĕ кăтартсан Пушкин картипе пĕр билет туянма пултараççĕ. Иккĕмĕш билетне парне пек илме май пур тесе пĕлтернĕ музейĕн пресс-службинче.

Билетсене Пушкин картипе онлай мелĕпе музейăн сайчĕ  урлă та туянма пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: