Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
25 Кӑрлач 2023, 17:35

Пушкăртстанри фольклор коллективĕсем федераллă гранта тивĕçме пултараççĕ

Раççейре халăх тата фольклор пултарулăх коллективĕсем валли грант пулăшăвĕ парас енĕпе çĕнĕ программа ĕçлеме пуçлать. Çакăн валли кашни çул 100 млн тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрĕç тесе пĕлтерет Раççей правительствин пресс-служби.

Пушкăртстанри фольклор коллективĕсем федераллă гранта тивĕçме пултараççĕ
Пушкăртстанри фольклор коллективĕсем федераллă гранта тивĕçме пултараççĕ

Ĕçе «Культура аталанăвĕ» («Развитие культуры») патшалăх программипе килĕшÿллĕн йĕркелĕç. Çак тĕллев валли субсиди уйăрасси çинчен калакан постановление РФ правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пусса çирĕплетнĕ.

Гранта професси тата хăйпултарулăх коллективĕсем çĕнсе илме пултараççĕ – вокал енĕпе, тĕрлĕ инструментсемпе выляканисем, ташă е мультижанрлисем. Укçа-тенкĕпе  вĕсем çĕнĕ программа хатĕрленĕ, гастрольсене  тухса çÿренĕ, мастер-классемпе фольклор экспедицийĕсем йĕркеленĕ чухне усă курма пултараççĕ.

Грант конкурсне Раççей Федерацийĕн Культура министерстви ирттерет. Укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрса парасси кашни проект хакне уйрăм хакланă хыççăн паллă пулать. Хальлĕхе çакă паллă, патшалăх пулăшăвне субсиди шайĕнче кашни çул 15-25 коллектив илме пултарĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#культура

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: