Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
3 Апрелӗн 2023, 14:45

«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă

Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Торатау» конгресс-холра «Туслăх пики -2023» халăхсен илемĕн тата таланчĕн республика шайĕнчи конкурсăн суйлав тапхăрĕ иртнĕ. Кăçал мероприятие йĕркелекенсем Ĕпхÿрен, Бирскран, Çтерлĕрен, Нефтекамскран тата ытти хуласенчен, Пермь крайĕнчен вуншар заявка йышăннă.

«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă

Хĕрсем жюри пайташĕсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Кунта визитка хатĕрлесси, хăйсем тата тăван халăх çинчен каласа парасси тата пултарулăх ăсталăхне уçса кăтартасси кĕнĕ. Пикесен илемĕпе талантне культура ĕçченĕсем, наципе культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсем хак панă.

Уява йĕркелекенсем гала-финал сцени çине çичĕ халăх пики тухассине пĕлтернĕ. Вĕсен шутĕнче – Юлия Александрова (мăкшă), Ольга Ахметзянова (удмурт), Анастасия Белоусова (мари), Сайера Камалдинова (узбек), Мадина Муратбекова (кăркăс), Камиля Мырзаханова (казах) тата Камиля Якупова (пушкăрт).

Шел пулин те чăваш пикисем асăннă конкурса хутшăнма кăмал туман. Çакă весене тата чăваш пĕрлĕхĕсене шухăша ямалла. Мĕн пирĕн илемлĕ те пултаруллă хĕрсем пĕтнĕ-им?  Капла юрамасть.

 «Туслăх пики -2023» халăхсен илемĕн тата таланчĕн республика шайĕнчи конкурсăн гала-финалĕ апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Торатау» конгресс-холра иртет. Çавăн пекех ăна БСТ телеканалта кăçалхи çуркунне курма пулать.

Юрий СНЕГОПАД.

«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
«Туслăх пики - 2023» конкурс финалисчĕсем паллă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: