Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
18 Майӑн 2023, 17:40

Пушкăртстан музейĕсене 1,9 млн çын çитсе курнă

Паян, май уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал асăннă уява паллă тума 145 ытла çĕршыв хутшăннă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри статистика ĕçченĕсем.

Пушкăртстан музейĕсене 1,9 млн çын çитсе курнă
Пушкăртстан музейĕсене 1,9 млн çын çитсе курнă

 - Музейсем астăвăм управçи пек  шутланаççĕ, вĕсенче иртнĕ пурнăç чĕрĕлет. Тĕрлĕ халăхсен кулленхи пурнăçĕпе, ытти çĕршывсен шăписен истори уйрăмлăхĕсемпе, иртнĕ ĕмĕрсенче çынсем мĕнле пурăннине шăпах музейсенче пĕлме пулать,  - тесе палăртнă статистика ĕçченĕсем.

Республикăри Культура министерствин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2022 çулта регионта 107 музей ĕçленине шута илнĕ. Вĕсенчи тĕп фондсенче культурăпа истори пурлăхĕпе паллаштаракан 624 пин экспонат упранать.

 - Иртнĕ çул республикăри музейсене 1,936 млн çын çитсе курнă. Кашни пĕр пин çын пуçне 474 çынпа тÿр килет,  - тенĕ статистиксем. – Музей ĕçченĕсем 37 пин экскурси, çавăн пекех 11 пине яхăн культурăпа вĕрентÿ мероприятийĕ йĕркеленĕ.

Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейре йăлана кĕнĕ тăрăх, культурăпа ÿнер уявĕ – «Музейсен каçĕ - 2023» («Ночь музеев – 2023») Пĕтĕм Раççейри акци – иртĕ. Çак кунхине музейсем хăнасене 18.00 сехетрен пуçласа 23.00 сехетччен йышăнĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: