Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
27 Майӑн 2023, 12:50

Пушкăртстан Раççейри вулавăшсен кунне паллă тăвать

Май уйăхĕн 27-мĕшĕ Петĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ – вăл профессиллĕ вулавăш ĕçченĕсен уявĕ шутланать. Уяв пурне те пырса тивет, камăн ĕçĕ-хĕлĕ çак учрежденипе çыхăннă. Кунта вĕсен ĕçченĕсем те, пулăшаканĕсем те, çавăн пекех архивсенче тăрăшакансем, вĕрентÿ заведенийĕсенчи преподавательсемпе студентсем те кĕреççĕ.

Пушкăртстан Раççейри вулавăшсен кунне паллă тăвать
Пушкăртстан Раççейри вулавăшсен кунне паллă тăвать

Уява РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 1995 çулхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак датăна 1795 çулта Раççейри пĕрремĕш патшалăх библиотекине (Императорăн уçă вулавăшĕ) никĕсленĕ кунпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра вăл Раççейри наци библиотеки шутланать.

Пушкăртстан Республикин Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта 1577 уçă вулавăш ĕçлет. Вĕсенчи пĕтĕмĕшле библиотека фондĕнче 26,8 млн экземпляр тĕрлĕ документ упранать. Раççейре пурăнакан халăхсен чĕлхипе  (вырăслисене шута илмесĕр) пурĕ 5,5 млн (мĕнпур фондăн 20,5 % пулать) тата ют чĕлхесемпе 84,9 пин (0,3 %) кĕнеке шутланать.

Тухăçлă ĕçлекенисен шутĕнче -  А.З.Валиди ячĕллĕ наци вулавăшĕ, куç курманнисен М.Тухватшин ячĕллĕ библиотека, 99 ача-пăча вулавăшĕ (вĕсен кĕнеке фончĕ 3,1 млн экземплярпа танлашать). Яллă вырăнсенче пурĕ 1408 библиотека (кĕнеке фончĕ -16,6 млн экземпляр) вырнаçнă. Унсăр пуçне  стационарсене кĕмен 918 вулав пункчĕ пур, вĕсен ытларах пайĕ (93 %) ял халăхне çутта кăларать.

Республикăри вулавăшсен пулăшăвĕпе 1800,6 пин çын усă кураççĕ. 2022 çулта вĕсене 40,6 млн экземпляр пичет кăларăмĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен çурри ытла ачасемпе çамрăксем. Вăтамран  республикăри 1000 çын пуçне, 2023 çул пуçламăшĕ тĕлне, 6576 экземляр кĕнеке фончĕ пулать.

Пушкăртстанри мĕнпур библиотекăра паянхи кун ыйтакан информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă кураççĕ. Интернет çыхăнăвĕ 1525 учрежденине  (96,7 %) çитет. 317 библиотекăн -  хăйĕн интернет-сайт е интернет-страница, çитмĕл пиллĕкĕшĕнче - инсталлированнăй (тĕрлĕ ыйтупа консультаци илмелли мел) документсен бази, çирĕмĕшĕнче аякра лицензи илнĕ документсен сетьри даннăйсен бази пур.

Вулавăшсенче электронлă каталогсемпе ыйтса пĕлмелли библиографиллĕ информаци базисем тăваççĕ. 2022 çулта электронлă каталога çырăннисен шучĕ 2039,6 çитнĕ.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: