Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
1 Июнӗн 2023, 18:45

Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать

Ĕнер, май уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Мускавра Чăваш Республикин РФ Президенчĕн полномочиллĕ представительствин çуртĕнче Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономин (ЧФНКА) ĕçлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать

Канашлура нумаях пулмасть федераллă автономин ертÿçине суйланă Николай Гаврилов Раççей Геройĕ çывăх вăхăтри ĕç планĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех вăл чăвашсен çĕршыври пĕрлĕхĕ нумаях пулмасть 2 млн тенкĕ Грант выляса илнине пĕлтернĕ тата çав нухратпа пĕлсе те тухăçлă усă курасси çинчен асăрхаттарнă. Ларура Раççейри чăвашсен наципе культура автономин йышне ÿстерес ыйтăва та çĕкленĕ. Сăмах май, çак тĕлпулу вăхăтĕнчех Екатеринбург облаçĕнчи чăваш автономине федераллă автономи шутне йышăннă. Пĕлсе тăма, Пушкăртстанри ЧНКА кăçалхи февральте кĕнĕччĕ.

Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ чăваш хастарĕсем (чылайăшсем видеоçыхăну урлă хутшăннă) тепĕр пысăк ыйтăва пăхса тухнă. Вăл июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Мускавра Сокольники паркра пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йĕркелессипе çыхăннă. Представительство ертÿçи Алексей Ладыков çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа сÿтсе явни çинчен пĕлтернĕ, хăш-пĕр йĕркелÿ саманчĕсем çинче чарăнса тăнă.

Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономин ларăвне Пелепей районенчи ЧНКА ертÿçи Владимр Яковлев чăваш хастарĕ хутшăннă, вăл ЧФНКА канашĕн пайташĕ шутланать.

Юрий СНЕГОПАД.

Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Мускав пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йыхравлать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: