Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
9 Июнӗн 2023, 12:35

«Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» проект шайĕнче икĕ район автобус туяннă

Июнь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче республикăри «Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» федераллă парти проекчĕн Обществăлла канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта «Ялти культура çурчĕ» программа тăрăх проектсем пурнăçа кĕртессине сÿтсе явнă.

«Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» проект шайĕнче икĕ район автобус туяннă
«Пĕчĕк тăван çĕршывăн культури» проект шайĕнче икĕ район автобус туяннă

Проектпа килĕшÿллĕн Хайбуллапа (8 млн тенкĕ) Кармаскалă (7,2 млн тенкĕ) районĕсем пысăк укçа илме тивĕçнĕ. Вĕсем укçа-тенкĕпе автобуссем туяннă.

Кармаскалă районĕн представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ автобусра 30 çын шăнăçма пултарать. Çĕнĕ мобильлĕ хатĕр районти ялсенче пултарулăх ушкăнĕнсен концерчĕсене йĕркелеме, культура ĕçченĕсене республика мероприятийĕсене тухса çÿреме, регионсем хушшинчи çыхăнăва анлăлатма пулăшать. Çывăх вăхăтра автобус çинче проект ятне çырса хурĕç. Çавăн пекех район çичĕ вырăнлă «Ларгус» туянма хатĕрленет. Унпа инклюзивлă театрăн пайташĕсене, ачасене, республика тăрăх çÿретме палăртаççĕ. 

– 2023 çулта 89,3 млн тенкĕ уйăрма палăртатпăр. Çав шутра федераллă бюджетран – 71,2 млн, республика хыснинчен – 13,5 млн, вырăнти бюджетсенчен – 4,4 млн тенкĕ. Культура министерствипе февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче килĕшÿ алă пусса çирĕплетрĕмĕр, март уйăхĕнче районсене укçа-тенке куçарнă. 15 муниципалитет хушшинче 98 клуб укçа илме тивĕçет – кашни районта 6-10 клуб. Паянхи кун уйăрса панă укçаран 23% ĕçе кĕртнĕ,  -тенĕ культура министрĕн çумĕ Ильнур Мухьянов.

Ытларах ялсенчи культура çурчĕсем светодиодлă экрансем, çутăпа сасă оборудованийĕсем, сцена тумĕ, юрă-кĕвĕ инструменчĕсем, телевизорсем туянаççĕ, наци тумĕсем çĕлеттереççĕ.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: