-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Министр çумĕн сăмахĕсем тăрăх, юлашки тăватă çул хушшинче республикăра 75 культура объекчĕ хăпартнă-юсанă.
Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ чи пысăк объектсенчен пĕри Ĕпхÿ хулинчи Шагит Худайбердин ячĕллĕ музей çурчĕ пулса тăнă. Çурта юсанисĕр пуçне ăна цифрăллă тата мультимедийлă технологисемпе тивĕçтернĕ. Музей çĕнĕ экспонатсемпе те пуянланнă.
- Пушар хыççăн Сибай хулинчи концертпа театр пĕрлешĕвĕн çуртне те наци проекчĕн витĕмĕпе юсанă. Филармонийĕн лаптăкне, çавăн пекех концерт залĕн шăнăçуллăхне пысăклатнă, - пĕлтернĕ Гульдар Хамитова.