Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
29 Июнӗн 2023, 18:20

Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ

Шупашкарта июнь уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче пукане театрĕсен «Юмахсен каруселĕ» («Карусель сказок») халăхсен хушшинчи IV фестиваль иртнĕ. Пушкăрт патшалăх пуканесен театрĕ фестиваль хăнисене «Ултă туйăм» («Шесть чувств») спектакле хаклама май туса панă. Пьеса авторĕсем тата ăна лартакан режиссерсем - Надежда Беззубова и Александр Верхоземский.

Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ
Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ

Ĕпхÿри пукане артисчĕсем асăннă мероприятие виççĕмĕш хут хутшăнаççĕ. Пултарулăх çыхăнăвĕсене çирĕплетесси тата Раççей Федераципе унăн тулашĕнче пурăнакан халăхсен театр культурине пуянлатасси фестивалĕн тĕп теллевĕ пулса тăрать. Çавăн пекех тĕнчери пукане театрĕн ÿнер çитĕнĕвĕсене сыхласа хăварасси, аталантарасси  тата пропагандăласси те малти вырăнта тăрать. Унăн тĕп теми тата енĕ – урамри театр.

Кăçал Чăваш Енри пукане ăстисен фестивальне Владимир, Курган, Кострома облаçĕсенчи, Пушкăртстанпа Мордовири, Удмуртипе Чăваш Енри, Донецск Халăх Республикинчи пуканесен профессиллĕ театрĕсем хутшăннă.  Çывăхри ют çĕршывсенчен, Брестри пуканесен театрĕ тата Узбек наци пуканисен театрĕ, хайсен ĕçĕсене онлайн мелĕпе кăтартнă. Шупашкарта пурăнакан куракансем, тăван хуларан аякка каймасăр, паянхи театрсен тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхĕпе паллашма пултарнă.

Пушкăрт патшалăх пуканесен театрĕ спектакле икĕ хут кăтартса панă: малтан -  куракансем валли, ун хыççăн фестивале хутшăнакансене халалланă. Финалта кашни спектакль вĕçĕнче залри халăх ура çине тăрса алă çупнă, актерсене чылайччĕн сцена çинчен яман. Критиксемпе жюри пайташĕсем «Ултă туйăм» пьесăна пысăк хак панă. Жюринче Роман Виктюк ячĕллĕ театр директорĕн пултарулăх проекчĕсемпе тата куракансемпе ĕçлекен çумĕ Армине Оганесян театр критикĕ (Мускав хули),  пирĕн республикăра тата унăн тулашĕнче паллă театр ăсти, ПР тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ Дина Давлетшина пулнă.

Фестивале вĕçленĕ май пĕтĕмлетÿ тунă. «Чи лайăх спектакль» номинацинче Пушкăрт патшалăх пуканесен театрĕ лартнă «Ултă туйăм» пьеса çĕнтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ
Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ
Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ
Чăваш Енри фестивальте Пушкăрт пуканесен театрĕ çĕнтернĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: